Пятница, 26.04.2024, 04:03
Приветствую Вас Гость | RSS

МОУ "Аликовская СОШ им. И.Я. Яковлева"

Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 168
Статистика
счетчик посещения php 
Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Форма входа

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Професси суйлама пулăшаççĕ

Октябрĕн 19-23-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби шкул ачисене малашнехи çул-йĕре палăртма пулăшас, рабочи профессин ятне-сумне çĕклес тĕллевпе «Эсĕ суйланă професси» республика акцине ирттерчĕ. «Пурнăç çулĕпе» райхаçатăн ĕçченĕсем те асăннă мероприятие хутшăнса Элĕк вăтам шкулĕнче 8-мĕш «б» класра пĕлÿ илекенсем валли экскурси йĕркелерĕç. Чи малтанах вĕренекенсемпе хаçатăн тĕп редакторĕ М.Леонтьева калаçу ирттерчĕ, район хаçачĕн историйĕпе паллаштарчĕ. Хыççăн шкул ачисем хаçат страницисене мĕнле калăпланине, пичет кăларăмĕ пĕтĕмĕшле тухнине тишкерчĕç. Журналистăн лару-тăрăва тивĕçлипе çутатса панипе пĕрлех тĕрлĕ тытăмри ĕç-хĕле аван пĕлмеллине, кашни професси вăрттăнлăхне чухламаллине çирĕплетрĕç ачасем. Çитĕнекен ăрăва журналистсене ăçта вĕрентсе хатĕрлени, хаçатра ытларах мĕнле жанрсемпе усă курни, асăннă професси çыннисем каçсерен тата канмалли кунсенче ĕçлени кăсăклантарчĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Категория: Мои статьи | Добавил: admin (02.11.2015)
Просмотров: 378 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск

Copyright MyCorp © 2024
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz