Главная » 2015 » Ноябрь » 21 » Олимпиадăсем иртеççĕ
09:55 Олимпиадăсем иртеççĕ |
Çулсеренех ноябрь-декабрь уйăхĕсенче республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекен ачасем муниципалитет шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса хăйсен ăс-хакăлне тĕрĕслеççĕ. Çакă вара çитĕнекен ăру наукăпа тĕпчев ĕçне мĕнле хатĕрленсе çитнине палăртма, ăс-тăнпа пултарулăх урлă вĕренекене хăйĕн кăмăлне каякан профессие суйласа илме пулăшать. Çакăн йышши хăйне евĕрлĕ тĕрĕслевсем ачасен вĕренÿ туртăмне ÿстерме, тĕпчев ĕçне хăнăхма май параççĕ. Кăçалтан олимпиадăсене йĕркелесе ирттерес ĕçе çĕнĕлĕх те кĕртнĕ, обществăлла сăнавçăсене явăçтарнă. Вĕсем олимпиада йĕркене пăсмасăр иртнине сăнаççĕ. Кăçал Элĕк районĕнче ноябрĕн 17-мĕшĕпе декабрĕн 17-мĕшĕччен 21 предметпа олимпиада иртет, унта 7-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета |
Просмотров: 408 |
Добавил: admin
| Рейтинг: 0.0/0 |
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи. [ Регистрация | Вход ]
|