Элĕк шкулĕ - чи лайăх шкул - 16 Октября 2015 - Сайт школы
Пятница, 09.12.2016, 03:08
Приветствую Вас Гость | RSS

МОУ "Аликовская СОШ им. И.Я. Яковлева"

Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 147
Статистика
счетчик посещения php 
Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Форма входа
Главная » 2015 » Октябрь » 16 » Элĕк шкулĕ - чи лайăх шкул
16:08
Элĕк шкулĕ - чи лайăх шкул

Чăваш Енĕн консолидированнăй бюджетĕнчен яланхи пекех вĕренÿ çине укçа-тенкĕ ытларах тăкакланать. Вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренÿпе лаборатори тата пурлăхпа техника базине çĕнетни те малти вырăнта.   Республикăра вунă шкула юсаса çĕнетнĕ, спорт комплексĕсемпе площадкăсем тунă. Юлашки пилĕк çулта республикăра вĕренÿ тытăмне аталантарасси тата çĕнетесси, ачасене вĕренме кирлĕ условисем туса парасси республика Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăнă. Çавăнпа 2025 çул тĕлне Чăваш Енре 30 çĕнĕ шкул уçма палăртнă.

Иртнĕ кунсенче Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе наука министерстви 2014-2015 вĕренÿ çулĕнчи Раççейри чи лайăх шкулсене шута илнĕ. Вĕсен йышне Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул та кĕнĕ. Аса илтеретпĕр, 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче те асăннă шкула Раççей шайĕнче пысăк хак панă.

Элĕк шкулĕ хальхи пурнăçпа тан пырать, пĕр вырăнта лармасть. Педагогика коллективĕ кашни ачана паха пĕлÿ парать. Тăрăшни тата малалла ăнтăлни вĕрентекенсемпе вĕренекенсене ÿсĕм çулĕ тума пулăшать. Элĕк шкулĕ ялти чи лайăх 200 шкул йышне кĕнĕ ăнсăртран мар паллах. Чи лайăх шкулсене палăртнă чухне Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен кăтартăвне те, шкул ачисен олимпиадăсенчи çитĕнĕвне те шута илнĕ. Шкултан вĕренсе тухакансем çулсеренех экзаменсене ăнăçлă тытса вăтам тата аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ. Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕренÿ сферинчи инновацисене пулăшас тĕллевпе кăçал Элĕк шкулне 200 пин грант пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Вĕренÿ тытăмĕ республика Пуçлăхĕпе Правительство политикин пулăшăвĕпе аталанса тата çĕнелсе пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялти шкулсем Раççей шайĕнче палăрни республикăри вĕренÿ тытăмĕ пысăк шайра пулнине çирĕплетет.

Ачасен туртăмне тĕпе хурса, вĕсен пултарулăхне кура пурнăçа хатĕрлесси, професси суйласа илме пулăшасси асăннă шкулта паянхи вĕренÿ тытăмĕ йышăннă çĕнĕ çулсенчен пĕри пулса тăрать. Элĕк шкулĕ çĕнĕ технологисемпе тухăçлă ĕçлесе пырать. Çакă - тĕрлĕ шайри çитĕнÿ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Просмотров: 46 | Добавил: alik-school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Поиск
Календарь
«  Октябрь 2015  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Copyright MyCorp © 2016
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz